Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнче пӗр кунта, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, темиҫе ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Ҫав кунах Улаксар ялӗн ҫыннисем уявра савӑннӑ.

Улаксар ялӗ ҫамрӑк тесен те юрать. Вӑл 1938 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Васильева мероприятие уҫнӑ май ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗ, ҫӗнӗ ҫулсем туни пирки калаҫнӑ.

В.Софронов ентешӗсене саламланӑ, тыр-пул пухса кӗртес ӗҫ еплерех пынине каласа кӑтартнӑ. 5050 гектар тыр-пултан ҫурлан 14-мӗшӗ тӗлне 33 процентне пухса кӗртнӗ. В.Александров республикӑри социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Кун хыҫҫӑн вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем ентешӗсене чаплӑ концертпа савӑнтарнӑ. Пурте наци апачӗпе — шӳрпепе — сӑйланнӑ. Ял ҫыннисене Владимир Никифоровӑн куравӗ, ялти алӑстисен ӗҫӗсем илӗртнӗ.

Сӑнсем (31)

 

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Тури Кӗлӗшкасси ялӗнче пурӑнакан Анания Макарова ял ӑҫтан пуҫланса кайнипе кӑсӑкланнӑ та акӑ мӗн пӗлнӗ: Тури Кӗлӗшкассипе Анатри Кӗлӗшкасси ҫыннисем Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗлӗшкасси ялӗнчен куҫа килнӗ. 1650–1660 ҫулсенче куҫса килекенсем Хум шыв хӗрринче Анатри Кӗлӗшкасси ялне пуҫарса янӑ. Кӑштахран халӑхӑн пӗр пайӗ ҫӗнӗ ял — Тури Кӗлӗшкасси — пуҫарса янӑ.

2014 ҫулта Тури Кӗлӗшкасси ялӗн уявне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗшкасси ҫыннисем те килнӗ.

Кӑҫал акӑ Анатри Кӗлӗшкасси ялне паллӑ тунӑ. Малтанах Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов тухса калаҫнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев та килнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров Валерий Герлова Хисеп грамотипе чысланӑ.

Унтан «Эревет» фольклор ушкӑнӗ, «Ҫавал» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем концерт лартнӑ.

Сӑнсем (18)

 

Ял пурнӑҫӗ Шӑнкӑртамри министр вертолет
Шӑнкӑртамри министр вертолет

Шӑнкӑртама Раҫҫей паттӑрӗпе хӳтӗленӳ министрӗн парнисем килсе ҫитнӗ.

Юлашки ҫулсенче республикӑри тӗрлӗ районпа хулара ҫар техникине палӑк евӗр кӑтартма тытӑнчӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Шӑкӑртам ял тӑрӑхӗ те ыттисенчен юласшӑн мар. Унта ҫурлан 13-мӗшӗнче вертолет тиенӗ пысӑк урапа пырса чарӑннӑ. Ӑна, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ.

Вертолета Шӑнкӑртамри Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтармалла. Хальхи вӑхӑтра вӑл лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе тимленине пӗлтереҫҫӗ. «МИ-2» вертолет лартма вырӑн хатӗрленисӗр пуҫне «М-30» гаубица валли те пӑхса хӑварнӑ. Гаубицине ҫӗршывӑн хӳтӗленӳ министрӗ Сергей Шойгу парнеленӗ тесе ҫырнӑ Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.

Ҫарпа ҫыхӑннӑ сооруженисене ҫурлан 18-мӗшӗнче уҫмалла.

 

Ял пурнӑҫӗ

Юлашки ҫулсенче унчченхи ырӑ йӑлана тавӑрса ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх агитбригадӑсем концертпа ҫӳреме пуҫларӗҫ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнчи Т.Г. Васильева хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче те пулнӑ вӗсем.

Фермер хуҫалӑхӗнче хӗрӳ ӗҫҫи пырать, ӑнса пулнӑ тырра вӑхӑтра пуҫтарса кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ пулин те фермер ҫынсене сывлӑш ҫавӑрса илме майсем туса пама та тӑрӑшать.

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче унта «Ылтӑн пучах» агиткультбригада ушкӑнӗ ҫынсене ҫӗнӗ юррӑсемпе савӑнтарнӑ.

Аслӑ Таяпари вулавӑш ертӳҫи Е.В. Сапожникова ял ӗҫченӗсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнӑ, хӗрӳ ӗҫсем вӗҫленсен вулавӑша ҫӳреме ыйтнӑ.

«Кун пек канса илнӗ хыҫҫӑн малалла ӗҫлеме те кӑмӑллӑ», — тенӗ ял ӗҫченӗсем. Т.Г. Васильева ффермер агитбригадӑна халӑха савӑнтарӑшӑн тав тунӑ.

Сӑнсем (11)

 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче уяв иртнӗ. Малтанах ентешӗсене Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вероника Васильевна саламланӑ.

Тӑрмӑшсене саламлама Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке те ҫитнӗ. Вӑл Т.Ялугинӑна, С.Спиридоновӑна, З.Андреевӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. В.Дмитриевӑна, З.Потаповӑна, З.Максиовӑна Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.

Унтан пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт лартнӑ. Спорт мероприятийӗсене чи маттуррисем хутшӑннӑ. Ытларахӑшӗ футбола килӗштернӗ. Чи лайӑх вылякансене грамотӑсем, медальсем панӑ. Спортӑн ытти тӗсӗсемпе те ӑмӑртусем пулнӑ.

Каҫхине тӑрмӑшсене чӑваш эстрада юрӑҫисем савӑнтарнӑ. Унтан ташӑ каҫӗ иртнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Такӑр, тикӗс ҫулпала велосипед вӗҫтерет
Такӑр, тикӗс ҫулпала велосипед вӗҫтерет

Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Хӗрлӗ урам ӳлӗмрен ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑкпа ҫӑрӑнма пӑрахӗ. Ӑна хытарса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнетнӗ урама хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта район шайӗнчи тӳре-шарапа — район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа район пуҫлӑхӗпе Александр Красновпа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ. Вырӑнти Никольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева вара вырӑнти ҫынсене ырласа калаҫнӑ. Вӗсем таса чунпа ӗҫлесе ял тӑрӑхне кӑна мар, района та чапа кӑларнине палӑртнӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма пырса ҫитнӗ чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов урамра ҫул уҫни ял историне кӗрсе юлассине палӑртнӑ. Николай Малов ку ӗҫе тунинче Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тӳпине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ. Елчӗксем те уй-хирте ӗҫлекен ҫынсене концертпа савӑнтарма васкаҫҫӗ.

Елчӗк районӗнчи клуб ҫумӗнчи «Пучах» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа Ф.А. Шадриковӑн фермер хуҫалӑхне ҫитнӗ. Ку хуҫалӑх районта севок сухан ӳстерессипе паллӑ.

Фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем «Тӑван яла таврӑнсан», «Сирӗн пата ҫитес тесе» юрӑсем итлесе киленнӗ. Унтан Сергей Барановпа Марина Демьянова «Савнӑ тусӑм» юрӑ шӑрантарнӑ. «Ай, вӗҫ, вӗҫ чӗкеҫ» юрра та хапӑлласах йышӑннӑ ӗҫченсем. Ӑна Инна Александрова юрланӑ.

Агитбригада юрӑсемпе ташӑсем ӗҫ ҫыннине вӑй-хал хушма пулӑшать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем уй-хире тухса ҫӳреҫҫӗ.

Сӑнсем (7)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗ уявра савӑннӑ. Мероприяти футбол турнирӗнчен пуҫланнӑ. Маларах мамликассисем урамсене тирпей-илем кӗртнӗ.

Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Ҫӗрпӳ хулин мэрӗ Дмитрий Васильев, район архетекторӗ Алевтина Горшкова хутшӑннӑ. Мамликассисем чӑвашсен йӑлине тӗпе хурса хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вулавӑш Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе литература монтажӗ хатӗрленӗ. Нарспипе Сетнер витресене ҫветтуй шыв тултарса пурне те ӗҫтернӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнсан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. «Шуҫӑм» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (12)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫурлан 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Энрияль халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Питӗ савӑнӑҫлӑ иртнӗ мероприяти.

Уявра вырӑнти алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. 14 сехетре спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланнӑ. Велосипедпа ярӑнассинче Сергей Димитриев ҫӗнтернӗ. Шашкӑлла выляса Иван Бакуновец мала тухнӑ. Турник ҫинче Александр Петров нумайрах туртӑннӑ. Сергей Афанасьев кире пуканне 200 хут йӑтнӑ.

Тӗп лапамра наци тумне тӑхӑннӑ ҫынсем утнӑ. Ҫавӑн пекех «21-мӗш ӗмӗрти лаша» тесе ҫырнӑ мотоблоксем пынӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова тата ытти хӑнана ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.

Уявра ялти чи ватӑ ҫынсене чысланӑ. Вӗсем — Евдокия Семенова тата Лука Александров. Чи пӗчӗккисем те парнесӗр юлман. Унтан сцена ҫинче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Ташӑ марафонӗ каҫченех пынӑ. Уяв фейерверкпа вӗҫленнӗ.

Сӑнсем (92)

 

Ял пурнӑҫӗ

Халӑх сурсан кӳлӗ пулать тесе ваттисем ахальтен каламан. Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнчи ҫынсем ку пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫак кунсенче унта ялти кӗпере юсанӑ.

Ара, вӑл е ку енне лекес тесен ял халӑхӗн тавран утмалла пулнӑ. Халӗ вара ку енӗпе пӑтӑрмах ҫук. Ҫӗнӗ кӗпер самай ҫирӗп. Ун урлӑ урапа е трактор та каҫма пултарать.

Халӑх куншӑн Хурамал ял тӑрӑхӗн депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Григорьева, район депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Кузнецова тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Валерий Евграфова тав тӑвать.

 

Страницӑсем: 1 ... 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, [38], 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, ...73
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 24

1991
35
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та